Текст песни
Для этой песни доступен текст без караоке-подсветки.
Туссемпе вӑййа тухатӑп Саншӑн эпӗ каҫсерен. Юрату сӑнни пуль лекрӗ, Килсе лекрӗ чӗререн. Ассӑн-ассӑн эп сывлатӑп Сансӑр тунсӑх ман чуна. Тӗлӗкре те эп шыратӑп, Эп шыратӑп пӗр сана! Эс чун ҫунтармӑш ман, Эс чун йӑпатмӑш ман! Йӑл-йӑл кулас килет Сан куҫусе курсан! Эс чун ҫунтармӑш ман, Эс чун йӑпатмӑш ман! Ташлать-ташлать чӗрем Эс юнашар пулсан! Мӗншӗн эс уҫса памастӑн Чӗрери ҫут туйӑмна? Тен, пачах та юратмастӑн, Юратмастӑн-ши мана?! Сан умна ҫитсен тараҫҫӗ Сӑмахсем пачах манран. Пӗр сӑмах та калаймастӑп Эпӗ пит пӑлханнӑран! Эс чун ҫунтармӑш ман, Эс чун йӑпатмӑш ман! Йӑл-йӑл кулас килет Сан куҫусе курсан! Эс чун ҫунтармӑш ман, Эс чун йӑпатмӑш ман! Ташлать-ташлать чӗрем Эс юнашар пулсан! Юратун пылак сӗткенӗ Ӑрӑмларӗ чунсене. Хӑвӑртрах вӑл пӗрлештертӗр Санпа манӑн ҫулсене. Сан патне часрах васкатӑп Пытарса сӑпайлӑха. Паянтан эс пулӑн манӑн, Пулӑн ман яланлӑха! Эс чун ҫунтармӑш ман, Эс чун йӑпатмӑш ман! Йӑл-йӑл кулас килет Сан куҫусе курсан! Эс чун ҫунтармӑш ман, Эс чун йӑпатмӑш ман! Ташлать-ташлать чӗрем Эс юнашар пулсан!
Олеся Яковлева, Михаил Федоров — Чун c,унтармаш
«Чун c,унтармаш» — Олеся Яковлева, Михаил Федоров. Читайте текст песни, слушайте запись онлайн бесплатно или скачайте mp3. Длительность записи — 3:26. Жанр — Поп.
